Ҫӗлен тесе вӑрҫаҫ Эптӗлмене,
Сӗм вӑрманта куртӑм ҫӗлене.
— Эптӗлмен пек усал эп пулман, — тет, —
Эптӗлмен чул ҫынна йӗртмен, — тет.
Кашкӑр тесе вӑрҫаҫ Эптӗлмене,
Сӗм вӑрманта куртӑм кашкӑра.
— Эптӗлмен пек тискер эп пулман, — тет, —
Тӑр кӑнтӑрлах пӗртте ҫаратман. — тет.
Явӑл тесе вӑрҫаҫ Эптӗлмене,
Тӗттӗм каҫра куртӑм явӑла.
— Эптӗлмен пек путсӗр эп пулман, — тет, —
Эптӗлмен чул ылхан эп туман, — тет.
Халӑх мурӗ тесе вӑрҫаҫ Эптӗлмене,
Ҫеҫенхирте куртӑм мур чирне.
— Эптӗлмен пек шелсӗр эп пулман, — тет, —
Чӗрӗллех ҫынсене чикмен, — тет.
Эптӗлмен ҫӗлен мар, кашкӑр мар,
Эптӗлмен явӑл мар, мур чир мар,
Вӗсенчен те ирсӗр усал вӑл,
Вӗсенчен те тискер йӗксӗк вӑл.
Шавламан ытти сӑввисене пӑхма пултаратӑр